0 °С
Пӗлӗтлӗ
Нефтекамск хулин сучĕ маларах судпа айӑпламан 55 ҫулти ҫын тĕлĕшпе уголовлӑ ӗҫ пӑхса тухнӑ. Вӑл "вӑрман йывӑҫӗсене законсӑр уйрӑмах пысӑк виҫепе каснăшăн" статьяпа айӑпланать.
Айӑпланакан хӑйӗн ӗҫӗсемпе ҫӗршывӑн вӑрман хуҫалӑхне 775 389 тенкӗ чухлӗ сиен кӳнӗ.
Айӑплаканăн айӑпне йышӑннă, ӑна икӗ ҫуллӑха ирӗклӗхсӗр тӑратса хӑварнӑшӑн пӗр ҫуллӑха условнă срок панă. Унсӑр пуҫне, Пушкăртстанăн "Лесничество управленийӗн" Янаул вӑрманлӑхне усӑ курса сиен кӳнӗшĕн унран сиене саплаштарас тӗлӗшпе 775 389 тенкӗ виҫепе укҫа шыраттарса илнӗ. Приговор саккунлӑ вӑя кӗнӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Ксения Калинина.