Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Право тата закон
18 Нарӑсӑн 2022, 15:46

Правӑсӑр таксист-нелегала арестленӗ

Законсăр ĕçлекен таксистсене пула ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пилӗк ҫын вилнӗ.  

Правӑсӑр таксист-нелегала арестленӗ
Правӑсӑр таксист-нелегала арестленӗ

Законсăр ĕçлекен таксистсене пула ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пилӗк ҫын вилнӗ.

Нелегал таксистсене пула ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пилӗк ҫын вилнӗ. Республикӑн патшалӑх автоинспекцийӗ Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министерствипе, ҫавӑн пекех Хӗвеланӑҫ-Уралти патшалӑх автоҫул хуҫалӑхӗн регионсен хушшинчи управленийӗпе пӗрле вӑрттӑн ĕçлекенсемпе кӗрешес енӗпе пин ҫурӑ рейд ирттернӗ. Ҫавӑн пек таксистсенчен пӗри тĕрмене каять.

Пӗлтӗр ӑна транспорт хатӗрне тытса тӑма правӑсӑр тӑратса хӑварнӑ. Анчах та ҫакӑ ӑна такси пек çынсене турттарма чӑрмантарман. Унӑн рейсӗсенчен пӗри Уфа—Караидель хӑй палӑртса хунӑ пек вӗҫленмен. Ҫамрӑк ҫынна ГИБДД сотрудникӗсем чарнă. Халӗ вӑл правасене туртса илнĕ хыççан руль умне ларса ҫӳреме тата пассажирсене турттарма юраманни ҫинчен пĕлмен тесе каласа парать.

Ҫавӑн пекех вӑл вӑрттӑн таксист пулнине те хирӗҫлет.

Районти ГИБДД уйрӑмӗн ӗҫченӗсем пирӗн районта та нелегал-таксистсене тупса палӑртас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ тесе пӗлтернӗ.

 

МИХ информацийĕпе.

Тĕплĕнрех  : bash.news.

 

Правӑсӑр таксист-нелегала арестленӗ
Правӑсӑр таксист-нелегала арестленӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: