0 °С
Пӗлӗтлӗ
Челябинскра мошенниксен "Сирӗн ывӑлӑр ДТП тунӑ" схемине хутшӑнакан Нефтекамскра пурӑнакана 360 пин тенкӗ ытла улталанӑ çынна тытса чарнă, пӗлтерет хулан МВД пресс-служби.
Пушкӑртстанри полицейскисен тӗпченӗ май укҫа-тенкӗ ӑҫта вырнаҫнине йӗрлеме май килнӗ - вӗсене Челябинскра хывнă. Жулик 30 ҫулхи Челябинск çынни пулнӑ, ăна унччен мошенничествăшăн айăпланă пулнă.
Арҫын хӑйӗн айăпне йышăнна тата ултавла илнĕ укҫана тавăрса панă. Полици преступленине малалла тĕпчет тата ҫав схемӑна хутшӑнакансене шырать.
"Башинформ" информацийĕпе.