Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
4 Мартӑн 2022, 20:43

Лавккара тытса чарнӑ: Пушкăртстанра пурӑнакан ҫын суя укҫапа тÿленĕ

Суя укҫа-тенкӗ купюри туса кăларни пирки уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

Лавккара тытса чарнӑ: Пушкăртстанра пурӑнакан ҫын суя укҫапа тÿленĕ
Лавккара тытса чарнӑ: Пушкăртстанра пурӑнакан ҫын суя укҫапа тÿленĕ

Туймаза хулинчи Комаров урамĕнчи магазинта япала туянакан арçын 2000 тенкӗ номиналлă суя купюрăпа тӳлесе татнӑ. Пушкӑртстан МВД экономика хӑрушсӑрлӑхӗн Управленийӗн тата регионти Раҫҫей УФСБ сотрудникӗсем суя укҫа-тенкӗ тӑкакланин фактне тупса палӑртнӑ.
Полиципе Раҫҫей УФСБ оперативлӑ шырав мероприятийӗсене палӑртнӑ май айăпланакана тупса тытса чарнӑ, пӗлтерет Пушкӑртстан Республикинчи МВД пресс-служби.
Суя укҫа-тенкӗ купюри туса кăларни пирки уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Арçын суя тунă айăпне йышăннă.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: "Башинформ" ИА

Лавккара тытса чарнӑ: Пушкăртстанра пурӑнакан ҫын суя укҫапа тÿленĕ
Лавккара тытса чарнӑ: Пушкăртстанра пурӑнакан ҫын суя укҫапа тÿленĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: