Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
16 Мартӑн 2022, 21:15

Уфара РФ Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсене дискредитациленĕшӗн 44 ҫулхи арҫынна айӑпланӑ

Гражданина айăпланă, административлӑ правӑна пӑснӑшӑн 30 пин тенкӗ штраф панă.

Уфара РФ Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсене дискредитациленĕшӗн 44 ҫулхи арҫынна айӑпланӑ
Уфара РФ Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсене дискредитациленĕшӗн 44 ҫулхи арҫынна айӑпланӑ


Уфари Ленин урамӗнче полици сотрудникĕсем Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсен ӗҫӗсене хирӗҫ плакатсемпе усӑ курса пикет тăвакана чарнă.
Хутшăнаканĕ - 1978 ҫулхи вырӑнти ҫын - ăна полици уйрӑмне илсе килнӗ. Ун пирки РФ КоАП 1 пайĕн 20.3.3 статйипе "Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсемпе Раҫҫей Федерацийӗн тата граждансен интересӗсене хӳтӗлес тӗллевпе усă курмалли, пӗтӗм тӗнчери тӑнӑҫлӑхпа хӑрушсӑрлӑха пулӑшу парассине хирĕç уҫӑ дискредитациленĕшӗн" протокол ҫырнӑ.
Материала суда янӑ. Гражданина айăпланă, административлӑ правӑна пӑснӑшӑн 30 пин тенкӗ штраф панă.
"МГ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: finobzor.ru

Уфара РФ Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсене дискредитациленĕшӗн 44 ҫулхи арҫынна айӑпланӑ
Уфара РФ Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсене дискредитациленĕшӗн 44 ҫулхи арҫынна айӑпланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: