Пушкӑртстан ҫынни, Çывӑхри Хӗвелтухӑҫне вӗҫсе каяс тесе, парӑмсене чӗрӗк миллион тенкӗ тӳленӗ.
Приставсем Кушнаренкă районӗнче пурӑнакана парӑмсене пула çĕршывран тухса кайма чарнӑ.
Уфа аэропортĕнче ӑна Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫӗнчи пӗр ҫӗршыва, пӗтӗмӗшле 243 пин тенкӗлӗх пысăк парӑма пула, самолет ҫине ларма паман.
Суд приставӗсем ирӗксӗрле характерлӑ, ҫав шутра чикĕ леш енне тухса кайма чакармалли майсемпе усӑ курнӑ. Служба сотрудникӗсем арҫынна парӑмсене тӳлеме кирлине ӑнлантарнӑ, анчах вӑл ăншăрман.
"Каяс тенĕ çĕре çитес ӗмӗт ҫиеле тухрӗ, гражданин 243 пин тенкӗ тӳлерӗ. Исполнительнӑй производствӑсене пурнӑҫласа пӗтернӗ", - ӑнлантарчӗҫ ведомствӑра.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.