Раҫҫей ФСБ управленийӗ Пушкӑртстанри Октябрьский хулинче пурӑнаканӑн преступлениллӗ ӗҫне тупса палӑртнӑ, вăл регионти табак изделийӗсене саккунсӑр пурнӑҫламалли канал йӗркеленӗ.
"Палӑртнӑ тӑрӑх, усал шухӑшлӑ 36 ҫулхи ҫын 23 коробка нимӗнпе те хупланман тата Раççейпе ют ҫӗршывсен бренчӗсен сигаречĕсене пӗр миллион ытла тенкĕлĕх туяннӑ. Ку продукцие вӑл законсӑр укҫа тума Пушкӑрт территорийӗнче сутма палӑртнӑ. Усал шухӑшлӑ ҫын преступленине ПБ УФСБ сотрудникӗсем тытса чарнипе вӗҫне ҫитереймен", - пӗлтернĕ ведомство пресс-службинче.
Ку факт тӑрӑх уголовнӑй ӗҫ пуҫарнӑ.
Преступлениллӗ ӗҫӗн мӗнпур лару-тӑрӑвне йӗркелеме тӗллев лартнӑ следстви ӗҫӗсем иртеҫҫӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Ксения Калинина.