Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
30 Майӑн 2022, 09:36

Усал шухӑшлӑ ҫынсем 6 миллион тенкӗлӗх кредит илме ӳкӗтленӗ

Иртнӗ талӑк хушшинче республикӑри ОВД дежурнӑй чаҫӗсене мошенничество ҫинчен ултă пӗлтерӳ килнӗ.  

Уфара полицие вырӑнти 30 ҫулти хӗрарӑм пулăшу ыйтса килнĕ. Уфимка пӗр соцсеть урлӑ 16500 тенкӗ тӑракан маникюр сӗтелне заказ панӑ. Заказшăн тӳленӗ хыҫҫӑн сутуҫӑ ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнă. Факт тӑрӑх уголовнӑй ӗҫ хускатнӑ.

62 ҫулти уфимка патне палламан ҫын шӑнкӑравланă та банкра ӗҫлекен тесе ĕнентернĕ. Усал шухӑшлӑ ҫын ҫакна пӗлтернӗ: мошенниксем унӑн перекетленӗ укҫине счечĕ çинчен хывма хӑтланаҫҫӗ. Вӑл хӗрарӑма кредит илме тата укҫине асӑннӑ счет ҫине куҫарма ÿкĕте кĕртме май килнӗ, вара аферист трубкӑна илме пӑрахнӑ. Уфимкӑна 6 миллион ытла тенкӗ сиен кӳнӗ.

ПР МВД республикӑра пурӑнакансене асӑрхануллӑ пулма ыйтать. Шăнкăрав иккӗленӳллӗ пулчӗ пулсан, калаҫӑва татмалла. Укҫа-тенкӗре хӑрушсӑр счет тесе ан куҫарӑр, палламан ҫынсене телефон тӑрӑх хӑвӑр даннӑйсене, банкри реквизитсене ан пӗлтерӗр.

ПР МВД пресс-службин информацийĕпе.

Усал шухӑшлӑ ҫынсем 6 миллион тенкӗлӗх кредит илме ӳкӗтленӗ
Усал шухӑшлӑ ҫынсем 6 миллион тенкӗлӗх кредит илме ӳкӗтленӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: