Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
8 Июнӗн 2022, 14:32

Пушкӑртстан çыннисем 730 пин тенкӗлӗх килти 14 пуҫ выльӑха вӑрланӑ

Рейд вӑхӑтӗнче полици сотрудникӗсем вӗсен законсӑр ӗҫне чарса лартнӑ.

Пушкӑртстан çыннисем 730 пин тенкӗлӗх килти 14 пуҫ выльӑха вӑрланӑ
Пушкӑртстан çыннисем 730 пин тенкӗлӗх килти 14 пуҫ выльӑха вӑрланӑ

Чишма районӗнчи суд Уфара пурăнакан икӗ ҫын тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫпе приговор йышӑннӑ: "ҫынсем малтан калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх вӑрлани, пысӑк сиен кӳни" статьяпа айăплаççĕ.

ПР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 2018 ҫултан пуҫласа 2019 ҫулччен судпа айӑпланакансем Кармаскалă, Иглин, Чекмагуш, Буздяк, Благовар, Аургазă, Чишма районӗсенче пурӑнакансен картишӗнчи ҫурт-йӗрӗсене кӗрсе 14 пуҫ килти выльӑх вӑрланӑ. Выльӑхсене ҫынсӑр вырӑна хӑваласа кӗртсе, вĕсене пусса сутнӑ.

Рейд вӑхӑтӗнче полици сотрудникӗсем вӗсен законсӑр ӗҫне чарса лартнӑ. Сиен кӳнин пӗтӗмӗшле виçи 730 пин ытла тенкӗпе танлашнӑ. Айӑпланакансем айӑпне тулли мар йышӑннӑ та 152 пин тенкӗлӗх сиен кӳнине тавăрса панă.

Суд вӗсене наказани панӑ: виҫӗ ҫул та ултӑ уйӑх тата тӑватӑ ҫул, калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх, виҫӗ ҫул та ултӑ уйӑх сӑнав срокӗпе ирӗксĕр хăвармалла. Приговор хальлӗхе законлӑ вӑя кӗмен-ха.

«Башинформ» информацийĕпе.

Сăнӳкерчӗкĕ: АРХИВ «Башинформ» ИА

Пушкӑртстан çыннисем 730 пин тенкӗлӗх килти 14 пуҫ выльӑха вӑрланӑ
Пушкӑртстан çыннисем 730 пин тенкӗлӗх килти 14 пуҫ выльӑха вӑрланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: