Давлекан районӗн прокуратури Ивановка ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пирки айӑплав заключенине "пысӑк виҫепе вăрланă" статьяпа ҫирӗплетнӗ.
ПР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 2012 ҫулта "Ивановка" СПК управляющийӗ ял советне тӳлевсӗр йӗркепе пурлӑх комплексне панӑ. Ҫав хушӑрах муниципалитет ертӳҫи заправкăна тытса çавăрнин тăкакне бухгалтери учетне лартман, 2018 ҫулта ӑна сÿтсе йӗркеленӗ тата 35 пин тенкӗлӗх тимӗр-тӑмӑр вырӑнӗнче сутса янă.
Чиновникӗн усал ӗҫӗсене пула ял тӑрӑхӗн бюджетне 400 пин ытла тенкӗ сиен кӳнӗ. Уголовлӑ ӗҫе Давлекан районӗнчи суда ӗҫпе пӑхса тухма янӑ.
«Башинформ» информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: «Башинформ» ИА архивĕнчен