Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Право тата закон
23 Июнӗн 2022, 10:08

Суд умне тӑрӗ

Мияки районӗнче пурӑнакан, ГИБДД сотрудникне взятка пама тӑнӑшӑн айӑпланаканскер, суд умне тӑрӗ.  

Суд умне тӑрӗ
Суд умне тӑрӗ

Мияки районӗнче пурӑнакан, ГИБДД сотрудникне взятка пама тӑнӑшӑн айӑпланаканскер, суд умне тӑрӗ.

Пишпÿлек районӗн прокуратури Мияки районӗнчи 36 ҫулти ҫын тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пирки айӑплав заключенине ҫирӗплетнӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче арҫын, эрех ĕçсе ӳсӗрӗлнӗскер, автомобильпе пынӑ, ӑна ГИБДД сотрудникӗсем чарнӑ.

Ÿсĕр çÿренĕшĕн яваплӑхран хӑтӑлма хӑтланса, вӑл полици пайӗн служба кабинетӗнче ГИБДД сотрудникне 30 пин тенкӗ тыттарма хăтланнă, çавна май административлӑ ӗҫпе производствӑна чарса хума шутланă. Полицейски укҫа илме килӗшмен, айӑпланакана полици сотрудникӗсем преступлени тунӑ вырӑнтах тытса чарнӑ.

Арҫын хӑй айӑпне йышӑннă. Уголовлӑ ӗҫе Пишпÿлекри районсен хушшинчи суда тӗплӗн пӑхса тухма янă.

Павел ЦЫНАЕВ,

Пишпÿлек район прокурорӗн заместителӗ, юстицин кӗҫӗн советникӗ.

Суд умне тӑрӗ
Суд умне тӑрӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: