Учалăри районсен хушшинчи прокуратури республикӑра икӗ ҫын тӗлӗшпе "мошенничество" статьяпа уголовлӑ ӗҫ пирки айӑплав заключенине ҫирӗплетнӗ. ПР прокуратурин информацийӗ тӑрӑх, айӑпланакансем ватӑ граждансенчен газ тухса тăнин сигнализаторӗсене ытлашши пысăк хакпа сутса укҫа вӑрламалли план туса хатӗрленӗ.
Хӑйӗн ӗҫне ҫӑмӑллатма пӗр каварҫӑ газ службинче ӗҫлекенсен удостоверенийӗсене хӑй ячĕпе те, унпа пĕрле улталакан тепĕр çынни ячĕпе те хатӗрленӗ. Айӑпланакансем спецтумтир тӑхӑннӑ, пенсионерсем патне пынӑ та вӗсене инкек-синкекрен хӑтарас тесе пурӑнмалли ҫуртсенче ятарласа оборудовани вырнаҫтарма кирли ҫинчен ӗнентернӗ.
Уголовлӑ ӗҫӗн фигуранчӗсене пула тӑватӑ пенсионер шар курнă, сиен кӳнӗ тӑкаксен пӗтӗмӗшле сумми 28 пин тенке яхӑн пулнӑ. Айӑпланакансем хӑйсен айӑпне йышӑнман. Уголовлӑ ӗҫе Учалă районӗнчи суда янӑ.
«Башинформ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Ксения Калинина.