Шкул ачи усал шухӑшлӑ ҫынна хӑваласа ҫитнӗ ҫеҫ мар, ӑна полицие панă.
Пурте Уфара кӑнтӑрла, видеонаблюдени камерисем айӗнчех пулса иртнӗ. Пушкӑртстанри ГТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек тӳсекенĕ 50 ҫулти паралич ҫапнӑ арҫын пулнӑ. Инсульт тӳссе ирттернӗ хыҫҫӑн унӑн сылтӑм енĕ ĕçлемен. Ырӑ кӑмӑллӑ пулнипе вăл ӑнсӑртран иртен-ҫӳрене наушникне панă, лешӗ телефонне туртса илнĕ те тарнă. Анчах ҫакӑн пек тӗрӗсмарлӑхран тӑххӑрмӗш класра вӗренекен Матвей Вежнин иртсе кайма пултарайман. Пушкӑртстанри ГТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл преступнике хуса ҫитнӗ те полицие кӗтсе илсе, вĕсене панă. Тытса чарнӑ ҫын вӑрланӑшӑн судпа айăпланнă пулнӑ иккен, халӗ ӑна тӗрмере тӑватӑ ҫулччен наказани кӗтет. Паттӑр шкул ачине полицейскисем награда пама йышăннă.
"МГ" информацийĕпе.