Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Право тата закон
5 Июлӗн 2022, 22:45

Пишпÿлек районӗнче "Вӑрман" операци иртнӗ

Пӑснине палӑртман.

Пишпÿлек районӗнче "Вӑрман" операци иртнӗ
Пишпÿлек районӗнче "Вӑрман" операци иртнӗ

Майӑн 30-мӗшӗнчен пуҫласа июнӗн 27-мӗшӗччен Вӑрман хуҫалӑх министерствипе ПР Гостехнадзор инспекцийӗ пӗрле "Вӑрман" профилактика операцийӗ ирттернӗ.
Ҫак мероприятийӗн тӗллевӗ - республикӑра йывӑҫсен саккунсӑр ҫаврӑнӑшне тата вӑрман массисемпе вӑрман йывӑҫӗсене касассине чарса лартасси.
Пишпÿлек районӗнчи Гостехнадзор тата вӑрман хуҫалӑхӗн инспекторӗсем йывӑҫ хатӗрлемелли вырӑнсенче пилӗк хут пӗрле рейд ирттернӗ. Пӑснине палӑртман. Йывӑҫ хатӗрлес енӗпе ӗҫлекен тракторсен документсем пуррине тата вӑрман касма ирӗк паракан документсене тӗрӗсленĕ. Ҫавӑн пекех вырӑнсенче самоходнӑй техникӑна хӑрушлӑхсӑр эксплуатацилессипе ҫыхӑннӑ ӑнлантару ӗҫӗ ирттернӗ.
Эдуард Григорьев,
Пишпÿлекри Гостехнадзор ертÿçи.
Сăнÿкерчĕкĕ: уçă çăлкуçран.

 

Пишпÿлек районӗнче "Вӑрман" операци иртнӗ
Пишпÿлек районӗнче "Вӑрман" операци иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: