Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
5 Июлӗн 2022, 21:59

Ÿсӗр ҫӳреме юратакана чӑн срок кӗтет

Икӗ ҫул каялла арҫынна ӳсӗр машинăпа ҫӳренӗшӗн правасăр хăварнă иккен.

Ÿсӗр ҫӳреме юратакана чӑн срок кӗтет
Ÿсӗр ҫӳреме юратакана чӑн срок кӗтет

Республикӑра эрнекунран вырсарникунччен иртнӗ профилактика рейчӗсем вӑхӑтӗнче ГИБДД сотрудникӗсем пилӗк пин административлӑ материалсен йӗркине тунӑ, 124 ÿсĕр водителе тытса чарнӑ. Ҫакӑн пек статистикӑна Пушкӑрт патшалӑх инспекторӗ Владимир Севастьянов социаллă сетьсенче кăларнă.
Ÿсĕр ҫӳреме юратакансенчен пӗрне Мечетлĕ районӗнче тытса чарнӑ.
Икӗ ҫул каялла арҫынна ӳсӗр машинăпа ҫӳренӗшӗн правасăр хăварнă иккен.
Полици сотрудникӗ саккунлӑ требование пӑхӑнманшӑн йĕркене пăсакан РФ 19.3 КоАП ст. тӑрӑх явап тытӗ. Руль умне правасӑр ларнӑшӑн ӑна 10 талӑка арестленӗ. Автомобиль рулĕ умне тепӗр хут ÿсĕр ларнăшăн арҫынна виҫӗ ҫула тĕрмене лартасси кĕтет.
"МГ" информацийĕпе.

 

Ÿсӗр ҫӳреме юратакана чӑн срок кӗтет
Ÿсӗр ҫӳреме юратакана чӑн срок кӗтет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: