0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пушкӑртри Кагарманово ялӗнче пурӑнакан Узян лесничествин территорийӗнче 11 хыра саккунсӑр каснă.
Республикӑри Вăрман хуҫалӑхĕн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫутҫанталӑка сиен кӳнин пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 260 пин ытла тенкӗпе танлашнӑ.
Преступлени вырӑнĕнче трактор тата усал шухӑшлӑ ҫыннӑн тӗп ĕç хатĕрне — бензопăчкана тупнӑ. Полицейскисем тӗпчесе тӗрӗслеҫҫӗ.
Арҫынна уголовлӑ наказани пама - 7 ҫулччен тӗрмене хупма пултараççĕ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: ПР Вăрман хуҫалӑхĕн министерстви.