+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Ишимбайри районсен хушшинчи прокуратура вырӑнти ҫын тӗлӗшпе "туянни, усрани е табак изделийӗсене сутас тӗллевпе пысӑк виҫепе сутни" уголовлӑ ӗҫ пирки айӑплав заключенине ҫирӗплетнӗ.
Следстви тӑрӑх, 2021 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче айӑпланакан интернет урлӑ маркировкăламан табак япалисене туяннӑ, вӗсене лавккинче усранӑ. Преступлени ӗҫне право сыхлавӗн сотрудникӗсем чарнӑ. Вӗсем 6500 ытла пачка сигарета 780 пине яхӑн тенкӗлӗх туртса илнӗ.
Айӑпланакан хӑй айӑпне йышӑннă. Уголовлӑ ӗҫе Ишимбай хулинчи суда пӑхса тухма янӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Ксения Калинина.