Надзор ведомстви патшалӑх хысна учрежденийӗнчи должноҫри ҫынсем мошенничество тунă тесе шутлать.
Уйрӑмах пысӑк виҫепе мошенничество факчӗпе уголовлӑ ӗҫе Пушкӑртстан прокуратури пуҫарнӑ. Пиксель чӑрӑшӗсем туяннӑ чухне бюджет укҫи-тенкине вӑрланă тесе ПР ГК "Хозяйственное управление" тата "Клирлайт Рус" ООО должноҫри ҫынсене шутлаççĕ.
Надзор ведомствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 2019 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче организацисем пӗр-пӗринпе 115 миллион тенкӗлӗх контракт тунӑ, ҫав контракт тӑрӑх уйрӑм фирма елкӑсен ҫутӑ декораци конструкцийӗсене туса хатӗрлемелле пулнӑ.
Конкурс процедурисене ирттермен. "Клирлайт Рус" ООО пӗртен-пӗр пулӑшу параканӗ пулнӑ. Ҫавна пула республика бюджетне 24 миллион тенкӗ чухлӗ сиен кӳнӗ.
Прокуратура ĕсе Следстви комитетне янӑ. Тӗпчев мĕнле пынине тӗрӗслесе тăраççĕ.
https://resbash.ru/news/pravo/2022-08-09/v-bashkirii-vozbudili-ugolovnoe-delo-za-mahinatsii-pri-zakupke-pikselnyh-yolok-2902656