Пушкӑртстанра пляжсенче урӑ мар граждансене штрафлӗҫ. Ирек Сагитов вице-премьер муниципалитет комиссийӗсене ҫакӑн пек правӑпа активлӑрах усӑ курма чӗнсе каланă. Правительство çуртӗнче ҫынсене шыв объекчӗсенче хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес ыйтусемпе канашлу иртнӗ.
Ирек Сагитов чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва асӑрхаттарас тата пӗтерес енӗпе республикӑри комисси ларӑвӗнче ҫынсем шыв ҫинче массӑллӑ кану вырӑнӗсене профилактика ушкӑнӗсемпе тивӗҫтерме хушнине аса илтерчӗ.
"Республикӑра муниципалитет пӗрлӗхӗсен комиссийӗсен административлӑ витӗмлӗх мерисемпе усӑ курас ӗҫе хастарлатмалла. Муниципалитетсен администрацийӗсенче 400 профилактика ушкӑнӗ, пӗтӗмӗшле 952 ҫын йышӗпе, йӗркеленӗ", — тенӗ Ирек Сагитов.
«Башинформ» информацийĕпе.