Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра вырӑнти 23 ҫын сетьре экстремизма пропагандӑланӑшӑн саккун умӗнче явап тытнă.
Ҫак кунсенче Дюртюли студенчӗ-айтишник компьютер программисене сарнӑшӑн тата Пушкӑртра пурӑнакансен уйрӑм даннӑйӗсемпе суту-илӳ тунӑшӑн виҫӗ ҫул условнă илнӗ. Ӗҫлесе илессе те 28 пин тенкӗ ҫеҫ ӗҫлесе илнӗ, мӗншӗн тесен унӑн ӗҫне право сыхлавӗн органӗсемпе вăй структурисен сотрудникӗсем вӑхӑтра чарнӑ. Анчах йӗкӗт хӑйӗн анкетине ӗмӗрлӗхе пӑснӑ.
Çамрӑксене, уйрӑмах çул çитмен ачасене экстремистсенчен мĕнле хӳтӗлемеллине, кунта менле мерăсем тухӑҫлӑ пулма пултаракан тата интернет уҫлӑхра мӗн пулса иртекен профилактика мерисене мӗнле йышанасси пирки Рафаил Диваев ертсе пынипе ПР МВД ҫумӗнчи Общество канашӗн членӗсем сӳтсе явнӑ.
— Ачана ӑнланакан ҫитӗннӗ ҫын кирлӗ. Анчах пуҫламӑш шкулта ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисемпе активлӑ ӗҫлеҫҫӗ пулсан, кайран вӗсене ирĕке яраҫҫӗ. Ҫав хушӑрах вӗсем ӑна чӑн-чӑн пурнӑҫра хутшӑнма вӗрентмен, çакă шалти пӗчченлӗх патне илсе ҫитерме пултарать. Ҫавна пула гаджетсем ҫынсен пӗр пайӗ пулса тӑраҫҫӗ, — терӗ ПР Ача прависемпе ĕҫлекен Уполномоченнӑй Ольга Панчихина.
Дмитрий ФАЙЗУЛЛИН иллюстрацийĕ.
Тĕплĕнрех: https://resbash.ru/articles/cotsium/2022-08-12/srok-za-layk-2906745