-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Октябрьски хулин прокуратури ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ ҫинчен калакан саккунсене пӑхӑннине тӗрӗсленӗ.
Палӑртнӑ тӑрӑх, водитель удостоверенине илес тӗллевпе вырӑнти ултӑ ҫын суя медицина справки тӑратнӑ.
Надзор мероприятийӗсенче граждансем медицина комиссийӗ иртменнине палӑртнӑ, хула больници вӗсене справка паман.
Асӑннӑ фактсем тӑрӑх прокурор тӗрӗслевӗн материалӗсем тӑрӑх дознани органӗ РФ УК ч.1 с. 327 уголовнӑй ӗҫсем хускатнӑ.
Кунсӑр пуҫне, хула прокуратури суд йышӑнӑвӗпе тӑватӑ ҫыннăн водитель удостоверенийӗсене туртса илнĕ.
"Башинформ" информацийĕпе.