Республикӑри предпринимательсен прависене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй Флюр Асадуллин предпринимательсене Пушкӑртстан прокурорӗн заместителĕпе Сергей Воротынцевпа пӗрле йышӑннӑ.
Бизнес-омбудсмен палӑртнӑ тӑрӑх, бизнес представителӗсен юридика пӗлӳлӗхĕ ҫителĕксĕртерех, ҫавӑнпа та право сыхлавӗн системи вӗсен саккунлӑ прависене хуралласа тӑнине пӗлни, паллах, пӗлтерӗшлӗ. Ҫав шутра патшалӑх тата муниципалитет контракчӗсенче пурнӑҫланӑ ӗҫсене тӳлевсӗр пурнӑҫлани ҫинчен калакан жалобӑсемпе Уфа, Стерлитамак, Кугарчă, Федоровка, Уфа районӗнчи тата ытти муниципалитет предпринимателӗсем пулӑшу ыйтнă.
https://resbash.ru/news/pravo/2022-09-06/biznes-bashkirii-obzavelsya-prokurorskoy-zaschitoy-2938055