"Пӗтӗм Раҫҫейри VIII юридика форумӑн ҫавра сӗтелӗ вăхăтĕнче эпир правӑра гуманизм палӑртасси ҫинчен калаҫрӑмӑр", - тенӗ Радий Хабиров пресс-подходра.
"Сӑмахран, паян пирӗн республикӑри управлени командин тӗп тӗллевӗ - экономика ҫирӗплӗхне тивӗҫтересси, социаллӑ программӑсене тата социаллӑ обязательствӑсене пирӗн граждансем умӗнче пурнӑҫласси. Ку чи кирли. Ҫакна тума эпир кулленхи йӗркепе ӗҫлетпӗр.
Иккӗмӗшӗ. Пирӗн хушма задача сиксе тухрӗ. Республикӑра мобилизациленӗ çынсем нумай, ҫар ҫыннисен пушкӑрт отрячӗсем йӗркеленеҫҫӗ. Паллах, вӗсене уйрӑм пулӑшу кирлӗ. Кунсӑр пуҫне вӗсем — упӑшкасем, ятарлă ҫар операцине кайнӑ ашшӗ-амӑшӗсен ачисем. Республикӑра вӗсен арӑмӗсем, ачисем, амӑшӗсемпе ашшӗсем юлнӑ. Ҫавӑнпа та эпир ҫав ҫемьесемшӗн яваплăхăн пӗр пайне хамӑр ҫине илетпӗр. Юлашки икӗ уйӑх хушшинче кӑна эпир 30 ытла тĕслĕ пулӑшу турăмар. Ҫакӑ ӗнтӗ гуманизм, хальхи правӑн гуманитари миссийӗ", - тенӗ Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Валерий Шахов.