Пушкӑрт Республикинчи МВД пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вут-ҫулӑм хӗҫпӑшалӗпе тарне хатӗрлемелли, упрамалли фактпа уголовнӑй ӗҫе тӗпчеҫҫӗ.
Абзелил районӗнчи Старобалапаново ялӗнче пурӑнакан 57 ҫулти ҫын РФ Уголовнӑй кодексӑн тӳрех виҫӗ статйи тӑрӑх айăпланакан ҫын пулса тӑнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын пилӗк ҫул хушши тар усранӑ. Пӗлтӗр вӑл хӑй тӗллӗнех пӑшал хатӗрлеме шутланă.
"Интернетра вӑл пистолетӑн пайĕсене заказ тунӑ, кӗпҫене касма оборудовани илнӗ. Тăхăр миллиметрлӑ патронпа пеме пăшал хатӗрленĕ. Телее, унӑн закона хирӗҫле ӗҫӗсене оперативниксем вӑхӑтра асӑрханӑ. Регионти ФСБ сотрудникӗсем ухтарнă хыççăн, тар, 100 яхӑн патрон, хӑй тунӑ пистолет тата уголовлӑ ӗҫшӗн пӗлтерӗшлӗ ытти япаласем туртса илнĕ", - пӗлтернĕ Пушкӑртри МВД пресс-службинче.
Уголовнӑй ӗҫ пуҫарнӑ. Туртса илнӗ япаласене суд экспертизине ирттерме янӑ. Тӗпчев малалла пырать.
https://www.bashinform.ru/news/law/2023-01-18/zhitel-bashkirii-izgotovil-samodelnyy-pistolet-i-stal-figurantom-ugolovnogo-dela-3109594
Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.