Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
25 Кӑрлач 2023, 14:00

Пушкӑртстан çыннине телефон калаҫӑвӗсен вӑрттӑнлӑхне пӗлтернӗшӗн суд тунă

Судра сотовăй компанийӗн сотрудникӗ пулнӑ ҫын ӳкӗннӗ.

Пушкӑртстан çыннине телефон калаҫӑвӗсен вӑрттӑнлӑхне пӗлтернӗшӗн суд тунă
Пушкӑртстан çыннине телефон калаҫӑвӗсен вӑрттӑнлӑхне пӗлтернӗшӗн суд тунă

Ҫамрӑк ҫын укҫалла телефонпа шӑнкӑравласа мĕн пирки калаçни ҫинчен информацие пӗлтернӗ.
Мобильлĕ операторсен пӗр офисӗн сотрудникӗ мобильлĕ ҫыхӑнӑвӗн абоненчӗсем ҫинчен тата телефона камсемпе çыхăнни пирки детализацилесси ҫинчен виҫҫӗмӗш ҫынсене укҫалла парса пынă. Сибайра пурӑнакан ҫирӗм пилӗк ҫулхи ҫын информаципе усӑ курма пултарнӑ, унран мӗн ыйтнине пурне те "ярса" тӑнӑ. Пурте уҫӑлсан, ӑна офисран кӑларса янӑ.
Судра сотовăй компанийӗн сотрудникӗ пулнӑ ҫын ӳкӗннӗ, Раҫҫей УФБС пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑйӗн айӑпне пӗтӗмпех йышӑннă.
Каччӑна 2,6 ҫула условнă айăпланă.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-01-24/zhitelya-bashkirii-osudili-za-razglashenie-tayny-telefonnyh-razgovorov-3116912

 

Пушкӑртстан çыннине телефон калаҫӑвӗсен вӑрттӑнлӑхне пӗлтернӗшӗн суд тунă
Пушкӑртстан çыннине телефон калаҫӑвӗсен вӑрттӑнлӑхне пӗлтернӗшӗн суд тунă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: