Республикӑри предпринимательсем Роспотребнадзор инспекторӗсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн 2,5 млн ытла тенкӗ административлӑ штраф тӳленӗ.
Ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр 1,5 пине яхӑн ИП тата компанисене тӗрӗсленӗ, йĕркене пӑснă 1,7 пин ытла самант тупса палӑртнӑ. Тӗпрен илсен, ку вӑл маркировка тумалли требованисене пӑхӑнманни, продукт ҫинчен информаци ҫукки, продукцие юрӑхсӑр срокпа пурнӑҫлани.
Бизнесран пӗтӗмӗшле 2,48 млн тенкӗ штраф шыраттарса илнӗ, ҫавӑн пекех продукцие 240 пин тенкӗлӗх конфискациленӗ.
https://www.bashinform.ru/news/economy/2023-01-25/v-2022-godu-saninspektsii-oshtrafovali-biznes-za-narusheniya-pravil-torgovli-na-2-5-mln-rubley-3119119