Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Право тата закон
2 Нарӑсӑн 2023, 18:05

Пушкӑртра выльӑх-чӗрлӗхе пытармалли саккунсӑр вырӑнсене тупнӑ

Ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратура, ветеринари регионти управленине пытарма саккунсӑр вырӑнсене пӗтерес тесе, суда тавăç заявленийĕ янӑ.

Пушкӑрт ҫут ҫанталӑк сыхлавӗн районсем хушшинчи прокуратура тавралӑха сыхласси ҫинчен калакан саккунсене пурнӑҫланине тӗрӗсленӗ. Надзор мероприятийӗсемпе палӑртнӑ тӑрӑх, Республикӑри Благовар, Дуван, Куюргаза тата Федоровка районĕсенче шыв сыхлавӗн чиккисенче пилӗк выльӑх масарӗ вырнаҫнӑ.
Ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратура, ветеринари регионти управленине пытарма саккунсӑр вырӑнсене пӗтерес тесе, суда тавăç заявленийĕ янӑ.
Прокуратура шухӑшӗсене суд тӗрӗс тесе шутланӑ та вӗсене тивӗҫтернӗ. Суд актне пурнӑҫлани надзор ведомствин тӗрӗслевӗнче тӑрать.
https://www.bashinform.ru/news/law/2023-02-01/v-bashkirii-obnaruzheny-nezakonnye-mesta-zahoroneniya-skota-3126066

Сăнӳкерчĕкĕ: "Башинформ" архивӗ.

Пушкӑртра выльӑх-чӗрлӗхе пытармалли саккунсӑр вырӑнсене тупнӑ
Пушкӑртра выльӑх-чӗрлӗхе пытармалли саккунсӑр вырӑнсене тупнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: