Октябрьский хулинче полици алкогольпе спирт тытăнса тăракан продукцие вӑрттӑн туса кăларнă тата сутнă факта палӑртнӑ. Оперативниксем малтанах палӑртнӑ тӑрӑх, вырӑнти 42 ҫулти ҫын спирт тытăнса тăракан продукцие туса хатӗрлес тата сутас ӗҫре ӗҫлесе илме шут тытнӑ. Ҫакӑн валли вӑл предпринимателӗн усал шухӑшӗсене пӗлсе тӑракан виҫӗ работнике тупнӑ.
Вӑрттӑн ӗҫлекен цеха преступлени организацилекен çын виҫӗ пӳлӗмре тунӑ. Вӗсенчен пӗрне арендӑна илнӗ, ыттисем унӑн арӑмӗн пулнӑ. Октябрьскинчи ҫын литр çурă пластик бутылкӑсене чӗркенӗ спиртпа шыв туяннă. Гаражра унӑн работникӗсем чӗр тавара хутӑштарнӑ, малтан усӑ курнӑ бутылкӑсене тултарнӑ, унтан каллех пичетленĕ. Оперативниксем пӗлтернӗ тӑрӑх, саккунсӑр тупӑш 1,3 миллион тенкӗрен иртнӗ.
Уголовнӑй ӗҫ пуҫарнӑ. Полици тӗпчет. Саккуна пăснă çынсем ытти преступленисем ҫумне хутшӑннине тӗрӗслеҫҫӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР МВД.