РФ пушара хирӗҫле режим Правилисене улшӑнусем кӗртнӗ.
Халӗ типӗ курӑкпа туратсене ҫунтарнӑ чухне (бакра, пичкере) вут чӗртмелли вырӑн ҫурт-йӗрсенчен, сооруженисенчен тата ытти ҫурт-йӗрсенчен 7,5 метртан ытла пулмалла; лӑсӑллӑ вӑрман патĕнчен 50 метрта, ҫулҫӑллӑ вӑрман патĕнчен 15 метрта; йӗри-тавра тасатнă зона 5 метр пулмалла.
Шашлăксене мангалсенче хатӗрленӗ чухне унран кирек мӗнле ҫурт-йӗр патне ҫитме сахалтан та 5 метр пулмалла. Кун пирки Уфари Киров районӗнчи прокурорӑн аслӑ помощникӗ Флюза Калимуллина аса илтернӗ, административлӑ право йĕркине пӑсни çинчен калакан кодекс ҫӗнӗ требованийӗсене пӑснӑшӑн 2 пин тенкӗрен пуҫласа 4 пин тенкӗ штраф пуласса палăртнă.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-05-18/v-rossii-vvedeny-novye-pravila-ustanovki-mangalov-na-dachah-i-szhiganiya-listvy-s-musorom-3262267