

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ытларикун, июлӗн 25-мӗшӗнче следстви органӗсен ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене професси уявӗпе саламланă.
"Хисеплӗ юлташсем, следстви органӗсен ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене професси уявӗпе саламлатӑп. Чи малтан сире Тӑван çӗршывпа Раҫҫей халӑхӗшӗн тав тӑвас тетӗп", — хӑйӗн саламне пуҫланă патшалӑх Пуҫлӑхӗ.
Вӑл следователь ӗҫӗ коррупципе, терроризмпа тата экстремизмпа хытӑ кӗрешнине, преступниксене питленине тата айӑпсӑр ҫынсене хӳтӗленине палӑртнӑ.
"Кунта професси тӗлӗшӗнчен хӑйне уйрӑм тытни, вӑйлӑ характер, шалти кӑмӑл-сипет ҫирӗплӗхӗ, тӗрлӗ енлӗ пӗлӳ, психологи тӗлӗшӗнчен пысӑк нагрузкӑсем тӳсме хатӗр пулни, кирек мӗнле йывӑр лару-тӑрура та яваплӑ та принциплӑ, хӑш чухне пурнӑҫшăн теветкелленсе ӗҫлеме пултарни кирлӗ", - тесе палӑртнӑ Президент.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Новости РИА/Рамиль Ситдиков.