Мишкин районӗнче ГИБДД сотрудникӗсем Suzuki водительне суя правасемпе тытса чарнӑ. Документ 35 ҫулхи арҫыннăн шутланнӑ. Ҫакăн ҫинчен "Башинформа" Пушкӑрт патшалăх тĕп автоинспекторӗн Владимир Севастьяновӑн телеграм-каналӗнчен паллă пулнă.
Хӗрарӑм тӗлӗшпе транспорт хатӗрне тытса пырассипе административлӑ материал, машинăна управлени прависӗр водитель, ҫавӑн пекех автомобиле тытса пырассине палӑртнӑ йӗркепе регистрацилемен, ОСАГО полисӗсӗр çÿренĕшĕн йӗркеленӗ. Документсем тунӑ факт тӑрӑх ӑна вырӑнти полици уйрӑмне малалла пӑхса тухма илсе пынӑ. Автомобиле специализациленӗ автостоянкӑна вырнаҫтарнӑ.
Сăнÿкерчĕкĕ: ТГ-канал Владимир Севастьянов.