#владимирпутин
Раççей Президенчĕ Владимир Путин Генеральнӑй прокурорпа Игорь Красновпа тӗл пулнă.
"Игорь Викторович, эсир оборонӑпа промышленность секторӗнче саккуна пӑхӑнас тӗлӗшпе нумай ӗҫленине пӗлетӗп эпӗ, ҫавӑнпа сире уйрӑм тав тӑвасшӑн тата ҫак ӗҫ ытти енсенчи ӗҫ пекех, ҫав шутра граждансен социаллӑ сферӑри саккунлӑ прависемпе интересӗсене пӑхӑнса ӗҫлени те малалла тӑсӑласса шанатӑп", - тенӗ вӑл.
Краснов патшалӑх пуҫлӑхне ведомство ӗҫне хак панӑшӑн тав тунӑ та Президент асӑннӑ ҫул-йӗрпе "сӑмахсӑрах" прокуратура малалла та ӗҫлӗ тесе хушса хунӑ.
Тӗлпулура Краснов прокуратура кӑҫалхи приоритетлӑ ҫул-йӗрсемпе ӗҫлени ҫинчен Путина каласа панӑ.
Вӑл тата надзор ĕçне пула ҫӗршыв экономикипе хӑрушсӑрлӑхӗшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ стратегиллӗ темиҫе предприятие ют ҫӗршыв тӗрӗслевӗ айӗнчен кӑларма май килнине хушса хунă.
https://ria.ru/20230925/putin-1898484688.html
Сăнÿкерчĕкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/72340/photos/72937