Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
1 Декабрӗн 2023, 12:08

Пушкӑртра ҫул-йӗр штрафӗсене сĕмсĕр тӳлемен ҫынсене малалла тытса чараççĕ

"Штраф" оперативлӑ-профилактика мероприятийӗнче Патшалӑх автоинспекцийӗн сотрудникӗсем маларах палӑртнӑ сĕмсĕр айӑплакансене тытса чараҫҫӗ.

Дюртюли районӗнче "Волга" М7 автоҫулӑн 1250 ҫухрӑмĕнче ПР Патшалăх автоинспекцийӗн уйрӑм спецбатальонӗн сотрудникӗсем "Паутина" ведомство тытӑмӗ пулӑшнипе 35 ҫулти арҫын пыракан "БМВ" машинӑна чарнӑ. ГИБДД Федераци бази пӗлтернӗ тӑрӑх, автомобиль хуҫи ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе 73 пин тенкӗ чухлӗ административлӑ йĕркене пăснӑ.
Ҫав кунах Уфа - Оренбург автоҫулӗн 222 ҫухрӑмӗнче çав ведомство системи Куюргаза районӗнче пурӑнакан 20 ҫулти ҫынна ВАЗ-2115 руль умӗнче тупса палӑртма пулӑшнӑ, ҫав кӗске стаж тăршшĕнче вăл çул-йĕр правилисене пӑснӑшӑн 51 тĕсне пӗтӗмӗшле 35 пин тенкӗлĕх ытла пухнӑ.
Ҫав кунах каҫпа ДПС столицӑри полкӑн сотрудникӗсем Зианчура районӗнчи 35 ҫулти ҫынна, 465 тӳлевсӗр штраф пухнӑскере, "Лексус" автомобильпе тытса чарнӑ, унăн пĕтĕмĕшле штрафсен сумми 439 пин тенкĕлĕх пухăннă.
Ҫак фактсем тӑрӑх материалсене малалла пӑхса тухма суд приставӗсене панӑ.

https://www.bashinform.ru/news/law/2023-11-30/v-bashkirii-prodolzhayutsya-zaderzhaniya-zlostnyh-neplatelschikov-dorozhnyh-shtrafov-3545770

Пушкӑртра ҫул-йӗр штрафӗсене сĕмсĕр тӳлемен ҫынсене малалла тытса чараççĕ
Пушкӑртра ҫул-йӗр штрафӗсене сĕмсĕр тӳлемен ҫынсене малалла тытса чараççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: