Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
20 Декабрӗн 2023, 10:22

Пишпÿлекри предприяти директорне штрафланӑ

Прокуратура ыйтнипе предприяти директорне граждансем ыйтнине пӑхса тухмалли йӗркене пӑснӑшӑн штрафланӑ.

Пишпÿлекри предприяти директорне штрафланӑ
Пишпÿлекри предприяти директорне штрафланӑ

 

Прокуратура ыйтнипе предприяти директорне граждансем ыйтнине пӑхса тухмалли йӗркене пӑснӑшӑн штрафланӑ.

Пишпÿлек районӗн прокуратури район территорийӗнче халӑх умӗнче пӗлтерӗшлӗ ӗҫ-хӗл пурнӑҫлакан "Тепловик" МУПра граждансен ыйтăвне пӑхса тухмалли йӗрке ҫинчен калакан саккунсене тӗрӗсленӗ.

2023 ҫулхи июнь уйӑхӗнче "Тепловик" МУП ячĕпе юр пуҫтарса кӗртнӗшӗн тӳлев тӗрӗс мар шутланă тесе 66 ҫулти пенсионер заявлени çырнă.

Саккун хушнине пăсса, заявленине саккунпа палӑртнӑ 30 кун срокӗнче пӑхса тухман, срокĕ иртни пӗр уйӑх ытла шутланнӑ.

Район прокуратури пуҫарнипе предприятин директорӗ РФ 5.59 ст. енӗпе административлӑ йĕркепе явап тыттарнă (заявление пăхса тухмалли йӗркене пӑснине), пилӗк пин тенкӗ штраф тÿлемелле тунӑ.

Ҫавӑн пекех унӑн ячĕпе представлени янă, ăна пӑхса тухнӑ, йĕркене пӑснине сирсе янӑ.

Оксана САВЛУКОВА,

Пишпÿлек районӗн прокурорне пулăшаканĕ.

Пишпÿлекри предприяти директорне штрафланӑ
Пишпÿлекри предприяти директорне штрафланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: