Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
25 Декабрӗн 2023, 09:48

Пушкӑртстанра "Чӑрӑш-2023" операци хӗрсе пырать

ПР Правительствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ноябрӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа декабрӗн 31-мӗшӗччен республикӑра стационарлӑ постсемпе куҫса ҫӳрекен ушкӑнсем ӗҫлеҫҫӗ.

Пушкӑртстанра "Чӑрӑш-2023" операци хӗрсе пырать
Пушкӑртстанра "Чӑрӑш-2023" операци хӗрсе пырать

ПР Вӑрман хуҫалӑхӗн министерстви чӑрӑш лӑссисене сыхламалли оперативлӑ-профилактика мероприятийӗсем ирттерет, ҫӗнӗ ҫулхи елка продукцине хатӗрленине тата пурнӑҫланине тӗрӗслет.

ПР Правительствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ноябрӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа декабрӗн 31-мӗшӗччен республикӑра стационарлӑ постсемпе куҫса ҫӳрекен ушкӑнсем ӗҫлеҫҫӗ, вӗсем чăрăшсем законсӑр касассине тата хатӗрлессине сирсе яма рейдсем тӑваҫҫӗ.

"Чӑрӑш-2023" операци вӑхӑтӗнче ҫакӑн пек 1179 рейд ирттернӗ. Иртнӗ мероприятисенче ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшне законсӑр каснӑ пӗр тӗслӗхе, ҫавӑн пекех 14 тĕслĕх — вӑрманти ытти йывӑҫсене каснине регистрациленӗ.

Законсӑр каснин пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 74,7 куб. м, вӑрман фондне сиен кӳнӗ сумми — 456,8 пин тенкӗ.

Вӑрмана законсӑр каснипе ҫыхӑннӑ пур факт тӑрӑх та регион Вăрман хуçалăх министерстви регионти диспетчер службине: 8(347) 218-14-14 е вӑрман хуралӗн тӳрӗ линипе: федераци номерӗ: 8-800-100-94-00 (Пӗтӗм Раҫҫейӗпе) хутшӑнма пулать.

https://mgazeta.com/news/novosti/2023-12-23/v-bashkirii-idyot-polnym-hodom-operatsiya-el-2023-3579380

 

Пушкӑртстанра "Чӑрӑш-2023" операци хӗрсе пырать
Пушкӑртстанра "Чӑрӑш-2023" операци хӗрсе пырать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: