#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Следстви комитечӗн ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене патшалӑх органӗ йӗркеленӗренпе 13 ҫул ҫитнӗ ятпа саламланă. Чӗнсе калани Кремль сайчӗ ҫинче пичетленнӗ.
"Следстви комитечӗ хамăр çĕршыври право хуралӗн тытӑмӗнчи тӗп сыпăксенчен пӗри шутланать. Эсир преступленипе тата коррупципе кӗрешес ӗҫре малти вырӑнта тӑратӑр, патшалӑх интересӗсене ҫирӗп хӳтӗлетӗр, граждансен прависемпе ирӗклӗхне хӳтӗлетӗр", - палӑртнă Президент.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, халӗ Донбаспа Новороссире неонацистсен мирлӗ халӑха хирӗҫ пыракан преступленийӗсене тӗпчесе пӗлес тӗллевсене пурнӑҫлас ӗҫре следовательсемпе криминалистсен нихҫан та пулман профессионализм, паттӑрлӑхпа хăюлăх кирлĕ.
Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитетне РФ прокуратури ҫумӗнчи следстви комитечӗн базинче 2011 ҫулхи январӗн 15-мӗшӗнче хӑй тӗллӗн патшалӑх органӗ туса хунӑ. Ҫав вӑхӑтран пуçласа хальхи вӑхӑтчен те Раҫҫейри СК председателӗ Александр Бастрыкин пулса тӑрать.
Сăнÿкерчĕкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/