Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
31 Кӑрлач , 11:22

Çулăн иртен-ҫӳрен пайне юр кӑларнӑшӑн штраф параççĕ

Юр ҫунӑ хыҫҫӑн уйрӑм ҫуртсен хуҫисем, ҫурт таврашӗнчи территорисенчен юр тасатнӑ чухне, ӑна ҫул ҫине илсе тухаҫҫӗ.

Ҫавна пула транспорт ҫулне кӑткӑслатма кӑна мар, ӑна хӑрушӑ тума та пултаракан юр куписем пулса тӑраҫҫӗ.

Аса илтеретпӗр, ҫакӑн пек ӗҫсемшӗн – харпăр çынсене 10 пин тенкӗ таран, должноҫри çынсене – 25 пин тенкĕ таран, организацисене вара – 300 пин тенкӗ таран (РФ административлӑ право Кодексӗн 12.33 статьи "Çулсене, чугун ҫул урлӑ каҫмалли ҫулсене е ҫул-йӗр юхӑмне йӗркелемелли техника хатӗрӗсене пӑсни, ҫавӑн пекех ҫул-йӗр юхӑмне, ҫав шутра ҫул-йӗр витӗмне варалани").

Инкек-синкек ан пултӑр тесе, ҫынсене ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗшӗн хӑрушă мар вырӑнсенче юр купаламасса ыйтатпӑр.

Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлек ял Совечӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/sp_bizh

Çулăн иртен-ҫӳрен пайне юр кӑларнӑшӑн штраф параççĕ
Çулăн иртен-ҫӳрен пайне юр кӑларнӑшӑн штраф параççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: