+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Январӗн 31-мӗшӗнче Ситекри ял библиотекинче вулакансемшӗн "Право ача куҫӗпе" право сехечĕ иртнӗ. Калаҫура пирӗн ҫӗршыв гражданӗсен прависемпе тивӗҫӗсем ҫинчен калаҫнă. "Санӑн праву чикки ăçта иртсе каять" ыйтусене чӗррӗн сӳтсе явнă, вара пурте пирӗн правасем ытти ҫынсен прависем пуҫланакан вырӑнсенче вӗҫленеҫҫӗ тесе килӗшнĕ, анчах ҫавна пула эпир хамӑрӑн правасене хӗсӗрленине туймалла мар. Ача прависене ӳстермелли ҫинчен калакан информацие курма пыракансем интересленсе пӑхнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекри ял библиотекин социаллă сетьри страницинчен.