Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
23 Апрелӗн , 11:32

Интернетра паллашни Пушкӑртстанра пурăнакана ултӑ миллион тенке ларнă

Сетьри аферист Пушкăртри врача ултӑ миллион тенкӗлӗх улталанӑ.

Интернетра паллашни Пушкӑртстанра пурăнакана ултӑ миллион тенке ларнă
Интернетра паллашни Пушкӑртстанра пурăнакана ултӑ миллион тенке ларнă

Сетьри аферист Пушкăртри врача ултӑ миллион тенкӗлӗх улталанӑ. Кун ҫинчен апрелӗн 20-мӗшӗнче ПР МВД пресс-служби пӗлтернӗ.
Регионти МВД пресс-службин ӗҫченӗ Виктория Рыцева пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче 30 ҫулти хӗрарӑма арҫын ҫырса паллашма сӗнни ҫинчен пӗлтернӗ. Вӑл урӑх регионта пурӑнатӑп, анчах час-часах тӗрлӗ ҫӗршывсем тӑрӑх ҫӳретӗп, тенӗ. Ҫакӑн пек хаклӑ ҫӳревсене арҫын инвестицисемпе ҫыхӑннӑ тупӑшлӑ ӗҫе пула çÿреетĕп тенĕ. Вӑл хӗрарӑма курьер урлӑ чечек ҫыххи янă. Виртуаллă хутшӑну пӗр уйӑха яхӑн тӑсӑлнӑ. Унтан вӑл инвестицисенче ӗҫлесе илме сӗннӗ. Хӗрарӑм банкран 6 миллион тенке яхӑн кредит илнӗ. Саламҫӑ вӗсене хӑй кӑтартнӑ номерсем ҫине куҫарма ыйтнă. Миллионсене илсен вăл тӳрех куҫран ҫухалнă. Инкек тӳснӗ ҫын полицие заявлени ҫырнă.

Пушкӑртстан Республикинчи МВД асӑрхаттарать: интернетра палламан çынсемпе ҫыхӑну ан тытӑр.

Сăнӳкерчӗкӗ: МВД пресс-служби.
https://resbash.ru/news/proishestviya/2024-04-20/znakomstvo-v-internete-stoilo-zhitelnitse-bashkirii-shest-millionov-rubley-3736070

 

 

Интернетра паллашни Пушкӑртстанра пурăнакана ултӑ миллион тенке ларнă
Интернетра паллашни Пушкӑртстанра пурăнакана ултӑ миллион тенке ларнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: