Иртнӗ канмалли кунсенче аферистсем республикӑра пурӑнакансенчен 5 миллион тенкӗ ытла илӗртсе илнӗ.
Пушкӑрт МВД пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, улталаннисенчен пӗри 67 ҫулти Уфара пурăнакан пулнă. Пенсионер полицейскисене канмалли кунсенче телефонпа паллӑ мар номерсенчен шӑнкӑравлани ҫинчен каласа панă. Калаҫакансем инвестици компанийӗн сотрудникӗсем тесе паллаштарнӑ, опытлӑ брокерсем пулни ҫинчен, вӗсен суту-илӳ енӗпе пысӑк опыт пурри ҫинчен каласа панӑ. Вӗсем пенсионера хушма ӗҫ укҫи илме, тупӑшлă компанисене укҫа-тенкӗ инвестици хывма сӗннĕ. "Хӑвӑрт ӗҫлесе илес шухӑш ватӑ арҫынна килӗшнӗ те, вӑл калаҫӑва малалла тӑснă. Мошенниксем пенсионера хӑйсен "инвестици портфельне" укҫа куҫарма ыйтнă. Ҫапла вара арҫын аферистсене 1 млн ытла харпӑр хӑй пухнă укçине янӑ, анчах сӑмах панӑ тупӑша ҫаплах илеймен. Хула ҫынни полицие кайнӑ.
"Мошенничество" статьяпа уголовлӑ ӗҫ хускатнӑ.