Стерлитамак прокуратури "РУСКО ЛИФТ" ООО директорӗ тӗлӗшпе айӑплав заключени ҫирӗплетнӗ, "укҫа-тенкӗ е организаци пурлӑхне чакарасси, вӗсен шучӗпе налуксене тӳлеменнисене пысӑк виҫепе шыраса илесси" статьяпа.
ПР прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, организацин 8 млн тенке яхӑн тӳлев пулнă. Арестленӗ счетсенчен ирӗксӗр ҫырса илесрен хӑтӑлас тесе, предприяти директорӗ 2022 ҫулхи май уйӑхӗнчен пуҫласа декабрьччен компани тупӑшӗсене 15,4 млн тенкӗ ытла пытарнӑ. Ҫакна тума вӑл, налук служби умӗнче парӑм пуррине пӗлсе, хӑй ертсе пыракан фирма шутӗнчен иртсе, тӳрех контрагентсене тӳлеме хушакан ҫырусене ярса панӑ.
Айӑпланакан хӑй айӑпне йышӑнман. Уголовнӑй ӗҫе Стерлитамак хулин судне пӑхса тухма янӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Ксения Калинина.