Ситекпуçĕнчи библиотекӑра "Сана право ҫинчен – право сан ҫинчен!» право сехечĕ иртнĕ.
Библиотекарь право докуменчӗсен историйӗпе, пурнӑҫри вӗсен пӗлтерӗшӗпе паллаштарнă. Литература произведенийӗсен тӗслӗхӗпе ҫамрӑк правоведсем Конвенци статйисене пӗлнӗ, правасемпе тивӗҫсен пӗрлӗхне кӑтартса панӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн "Правӑна пӗлекен" викторина пулӑшнипе ачасем хӑйсен пӗлӗвӗпе ӗҫре усӑ курма пултарнӑ.
Мероприяти шайӗнче хутшăнакансем хӑйсем валли пӗр паха япала палӑртнӑ — хӑйсен прависене ыттисенчен ҫӳлерех лартма юрамасть, вара сирӗн правӑрсене те хисеплеме пуҫлӗҫ!
#летоикнига
#летнеечтение
#летнийдосуг
Сăнÿкерчĕкĕ: Ситекпуçĕнчи библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.