Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
26 Августӑн , 10:19

Пушкӑрт ҫыннисем ултавҫӑсене 12 млн тенке яхӑн панӑ

Пушкӑртри МВД пресс-службин информацийӗ тӑрӑх Пушкӑрт ҫыннисем ултавҫӑсене 12 млн тенке яхӑн панӑ.

Пушкӑрт ҫыннисем ултавҫӑсене 12 млн тенке яхӑн панӑ
Пушкӑрт ҫыннисем ултавҫӑсене 12 млн тенке яхӑн панӑ

Пушкӑрт ҫыннисем ултавҫӑсене 12 млн тенке яхӑн панӑ. Пушкӑртри МВД пресс-службин информацийӗ тӑрӑх, Стерлитамакра пурӑнакан ҫын 5 млн ытла тенкӗ парса ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Ӑна финанс аналитикӗсем пек аферистсем шӑнкӑравланӑ та инвестицисенче ӗҫлесе илме сӗннӗ. Вӗсем фейк брокер счечӗ тунӑ, ӑна пула арҫынӑн хӑйӗн укҫи-тенкине ӳстермелле пулнӑ. Пысӑк ӗҫ укҫи илес тӗллевпе унӑн укҫа хывма кредит илме тивнӗ. Анчах мошенниксем часах ҫыхӑну тытма пӑрахнӑ.

Ҫавӑн пекех Уфара ҫакӑн пек аферистсен ӗҫӗнчен 1 миллион тенкӗ ытла панӑ хӗрарӑм асап курнӑ. Ӑна та ҫав схемăна сӗннĕ, вара, юлашкинчен, вӑл хӑй панă ӗҫ укҫине илеймен, анчах банк умӗнче парӑмсемпе юлнă.

"Ҫӑмӑл» укҫана ан ӗненӗр! Хӑвӑр хывас тенӗ укҫана хӑвӑрт та пысӑк тухӑҫлӑ ӗҫлесе илме сӑмах панине ан шанăр, эсир укҫасӑр юлма пултаратӑр. Астӑвăр, мӗн те пулин ытлашши лайӑх янӑрать пулсан, ку ултавҫӑ япала пулмалла", — тесе асӑрхаттараҫҫӗ право хуралҫисем.

https://www.bashinform.ru/news/social/2024-08-25/zhiteli-bashkirii-otdali-moshennikam-pochti-12-mln-rubley-3897688

 

Пушкӑрт ҫыннисем ултавҫӑсене 12 млн тенке яхӑн панӑ
Пушкӑрт ҫыннисем ултавҫӑсене 12 млн тенке яхӑн панӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: