Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
29 Августӑн , 11:59

Пушкӑрт ҫыннисене усал шухӑшлӑ ҫынсем ҫамрӑксене интернетра мӗнле майпа вербоват туни ҫинчен каласа панӑ

Усал шухӑшлӑ ҫынсем пуринчен ытла социаллӑ сетьсемпе, мессенджерсемпе, форумсемпе, чатсемпе, ҫавӑн пекех вӑйӑ платформисемпе усӑ кураҫҫӗ.

Пушкӑрт ҫыннисене усал шухӑшлӑ ҫынсем ҫамрӑксене интернетра мӗнле майпа вербоват туни ҫинчен каласа панӑ
Пушкӑрт ҫыннисене усал шухӑшлӑ ҫынсем ҫамрӑксене интернетра мӗнле майпа вербоват туни ҫинчен каласа панӑ
Раҫҫейри "Вестник Киберполиции России" информаципе коммуникаци технологийӗсемпе правӑна хирӗҫле усă курнипе кӗрешес ӗҫӗн официаллӑ ТГ-каналӗнче ҫул ҫитмен ачасене преступление кӗртмелли майсем ҫинчен пӗлтернӗ.
Специалистсем паян ют ҫӗршыв онлайн-вербовки ҫине уйрӑмах тимлӗ пӑхаҫҫӗ. Кун пек чухне преступниксем ҫамрӑксене политика акцийӗсем, вут тивертесси, объектсем пӑсасси тата тӳрех экстремизм патне туртма пултараҫҫӗ.
 
Усал шухӑшлӑ ҫынсем пуринчен ытла социаллӑ сетьсемпе, мессенджерсемпе, форумсемпе, чатсемпе, ҫавӑн пекех вӑйӑ платформисемпе усӑ кураҫҫӗ. Юлашкисем уйрӑмах хӑрушӑ, мӗншӗн тесен вӑйӑ хутлӑхӗнче ҫамрӑк ачана шанма ҫӑмӑл. Ҫапла, вербовщиксем "туссем" е "наставниксем" ролӗнче тухса калама, вӑйăра пулӑшма, майӗпе хӑйсем ҫине кӑмӑлласа пыма пултараҫҫӗ. Вӗсем пӗр-пӗрин ҫине ырăпа пӑхнă пек туйăнать, чăннипе вара çакă уйрӑмах хӑрушӑ.
Преступниксем чӑн-чӑн преступленипе ҫыхӑннӑ вӑйӑра задание пурнӑҫлама сӗнме пултараҫҫӗ. Хӑш-пӗр вӑйӑсенче пачах урӑхла психологи пусӑмӗпе усӑ кураҫҫӗ: мӗскӗнлетни, командӑран кӑларса яни - участнике хирӗҫле ӗҫ тума хистет.
 
Тата тепӗр меслет — парне е ӗҫ укҫи вырӑнне финанспа стимул тăвасси. Вербовщиксем, пӗрлешӗве администрацилеме сотрудниксене шыраса тупас сӑлтавпа, ӑна майӗпен хӑйсен "вӑййине" хутшӑнтараҫҫӗ. Сӑмахран, пӗрремӗш тапхӑрта ҫӗршыва, право хуралӗн органӗсене е вӑй-хал тытӑмӗсене юратман сӑнӳкерчӗк тата видео кӑларса хума сӗнеҫҫӗ. Ҫитӗнекен ачасене ку чӑрмав кӳмест пулсан, вӗсене тӗрлӗ йывӑрлӑхлă чӑн-чӑн преступленисем тума илӗртеҫҫӗ.
 
Ӳкерчӗке нейросетьпе ӳкернӗ.
 
 
Пушкӑрт ҫыннисене усал шухӑшлӑ ҫынсем ҫамрӑксене интернетра мӗнле майпа вербоват туни ҫинчен каласа панӑ
Пушкӑрт ҫыннисене усал шухӑшлӑ ҫынсем ҫамрӑксене интернетра мӗнле майпа вербоват туни ҫинчен каласа панӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: