Çутă çул
+5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
1 Октябрӗн , 14:41

Пушкӑрт ҫыннисем талӑк хушшинче 12 миллион тенкӗ ытла çухатнӑ

Республикӑри шалти ӗҫсен органӗсен дежурнӑй чаҫӗсене ултав ҫинчен 32 хыпар ҫитнӗ.

ПР МВД пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Уфари 8-мӗш номерлӗ полици уйрӑмне 57 ҫулти ҫын килнĕ. Арҫын ҫапла каласа панӑ: пӗр эрне хушшинче ӑна госуслугăпа банкра ӗҫлекенсем тесе улталанӑ. Усал шухӑшлӑ ҫынсем, уфимецӑн даннӑйӗсене туртса илес тесе, ӑна кредит илме тата укҫа-тенке "хӑрушсӑр счет" ҫине куҫарма ӳкӗтленӗ. "Специалистсене" шанса, арҫын 3,5 миллион тенкӗ ытла кредит илнӗ те аферистсен счетне куҫарнӑ.
 
"Палламан ҫынсене нихҫан та укҫа ан парӑр. Сире телефонпа хӑвӑр укҫӑрсене упраса хӑварас тӗлӗшпе паллӑ мар счетсем тума кирли ҫинчен калаҫҫӗ пулсан — шансах тӑрӑр - вӗсем ултавҫӑсем. Калаҫма чарӑнӑр та иккӗлентерекен сӗнӳсене ан парӑнăр. Астӑвăр, мошенниксем шӑнкӑравланӑ чухне суя номерсемпе усӑ курма пултараҫҫӗ. Хӑвӑра тата укçа-тенкĕре сыхлӑр, палламан ҫынсемпе хутшӑннине асӑрхануллӑ та урӑ хаклӑр, укҫа-тенкӗ ултавӗнчен хӑтӑлма тӑрӑшӑр", - тесе чӗнсе каланă граждансене ПР МВД.
Фото: Ксения Калинина.
 
Пушкӑрт ҫыннисем талӑк хушшинче 12 миллион тенкӗ ытла çухатнӑ
Пушкӑрт ҫыннисем талӑк хушшинче 12 миллион тенкӗ ытла çухатнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: