Çутă çул
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Инструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнă
Пур хыпар та
10
Право тата закон
3 Октябрӗн 2024, 14:01

Ултавҫӑсем 23 ҫулти уфимкӑран 4 млн тенкӗ ытла илӗртсе илнĕ

Уфара пурăнакан хĕр полицие мошенничество ҫинчен заявлени панӑ.

Ултавҫӑсем 23 ҫулти уфимкӑран 4 млн тенкӗ ытла илӗртсе илнĕ
Ултавҫӑсем 23 ҫулти уфимкӑран 4 млн тенкӗ ытла илӗртсе илнĕ
Уфара пурăнакан хĕр полицие мошенничество ҫинчен заявлени панӑ. Вӑл сентябрӗн 14-мӗшӗнче мобильлĕ операторӗн сотрудникӗ тесе паллаштарнă палламан ҫынран шӑнкӑрав илни ҫинчен каласа панă. Усал шухӑшлӑ ҫын ӑна сим-картта срокне тӑсма кирли ҫинчен пӗлтернӗ те хӗре смс кодне вуласа пама ыйтнă. Афериста шанса, вӑл госуслугӑн порталне кӗмелли кодпа икӗ парольне каланă. Ҫав каҫхинех уфимка госуслугăн аккаунтне санкциллĕ мар кĕни ҫинчен хыпар илнӗ. Хӗр пӗлтерӗве хирӗҫ хурав панă, кӗмелли ҫула ун хатӗрӗнчен туман, тенӗ. Унтан ӑна паллӑ мар номертен шӑнкӑравланă. Пулӑшу служби пек паллаштарнӑ мошенниксем хӗре Центральнӑй банк работникӗпе ҫыхӑнма сӗннӗ. Вӑл килӗшнӗ те, ӑна банкри куҫару енӗпе специалист шӑнкӑравларӗ, тенӗ. Аферист уфимкӑна, мошенниксем укҫапа усӑ курма ан пултарччӑр тесе, кредит илме тата укҫана ятарлӑ счетсем ҫине куҫарма ӳкӗтленӗ. Хӗр инструкцисем хыҫҫӑн банка кайнă.
 
Банк сотрудникӗсем уфимкӑн шанчӑксӑр ӗҫӗсене асӑрханă, унпа ултав ҫинчен калаҫу ирттернĕ. Асӑрхаттарнӑ пулин те, вӑл хӑй тӗллӗн ӗҫленӗ, ятарлӑ бланка та тултарнӑ. Укҫа илнӗ хыҫҫӑн хӗр миллион тенкӗ ҫурӑ ытла тӗрлӗ счетсем ҫине куҫарнӑ. Темиҫе кунран мошенниксем каллех унпа ҫыхӑннӑ, кредит вӑй-хӑватне чакарма укҫа куҫарма кирли ҫинчен пӗлтернӗ. Хӗр тепӗр хут банка кайнă та, укҫине асӑннӑ счетсем ҫине куҫарса, заем ҫырнă. Банк куҫарӑва блоклама тытӑниччен вӑл ҫак процедурӑна темиҫе хут та ирттернĕ. Вара хӗр хӑйӗн тусӗсенчен пысӑк укҫа кивçен илме ыйтнӑ. Тусĕсем хӗр ашшӗ-амӑшӗ патне пынӑ та ӑна вӑл ултавҫӑсен аллине лекни ҫинчен ӑнлантарса панӑ. Уфимка усал шухӑшлӑ ҫынсене пĕтĕмпе 4 млн тенкӗ ытла куҫарнӑ, ПР МВД пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх.
 
Сӑнӳкерчӗкĕ: Ксения Калинина.
 
 
Ултавҫӑсем 23 ҫулти уфимкӑран 4 млн тенкӗ ытла илӗртсе илнĕ
Ултавҫӑсем 23 ҫулти уфимкӑран 4 млн тенкӗ ытла илӗртсе илнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: