Иртнӗ талӑк хушшинче Пушкӑртстанра мошенниксем улталанин 24 тӗслӗхне ҫырса кӑтартнӑ! Республикӑра пурӑнакансем 9 миллион тенкӗ ытла ҫухатнӑ. 54 ҫулти уфимец хӑйне 2 миллион тенкӗлӗх кредит илме тата вӗсене хӑйсен счечĕ ҫине куҫарма ӳкӗтленӗ ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Мошенниксем судья помощникӗ тата Госуслуги "сотрудникӗ" пулса тӑнӑ, пӗлтерет ПР МВД официаллӑ телеграмм-каналĕ.
ПР МВД аса илтерет: палламан номерсенчен шӑнкӑравланисене ан шанӑр! Госуслуги ĕçченĕсем нихӑҫан та кредитсем илме е укҫана хӑйсен счечĕ ҫине куҫарма сӗнмеççĕ.