Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Сывлӑха ҫирӗплетĕр Пишпÿлекре хӑвӑрт шахмат ӑмӑртӑвӗ иртнĕШкул ачисем пушар чаçĕнче экскурсинче пулнăПушкӑрт ҫыннисене "ПрофФест"-2025 ваканси ярмăрккине чӗнеҫҫӗ"Улыбка" ача садĕнче "Тимлӗр, ачасем!» профилактика акцийӗ иртнĕЛюбимова музейсемпе библиотекӑсене модернизацилени çинчен Путина пӗлтернӗИнструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклă
Пур хыпар та
10
Право тата закон
15 Октябрӗн 2024, 16:30

Пĕр талӑкра Пушкӑртстанра пурӑнакансем ултавҫӑсене 4 миллион тенкӗ ытла панӑ

Республикӑри шалти ӗҫсен органӗсен дежурнӑй чаҫӗсене улталани ҫинчен 23 хыпар ҫитнӗ.

Пĕр талӑкра Пушкӑртстанра пурӑнакансем ултавҫӑсене 4 миллион тенкӗ ытла панӑ
Пĕр талӑкра Пушкӑртстанра пурӑнакансем ултавҫӑсене 4 миллион тенкӗ ытла панӑ
Республикӑри шалти ӗҫсен органӗсен дежурнӑй чаҫӗсене улталани ҫинчен 23 хыпар ҫитнӗ.
Иглин районӗнчи Раҫҫей МВД уйрӑмне медицина учрежденийӗн 51 ҫулти ĕçченĕ пынă. Хӗрарӑм интернет сетӗнче хушма ӗҫ укҫи ҫинчен пӗлтерӳ асӑрхани тата хӑйӗн даннӑйӗсене хӑварни ҫинчен каласа панă. Кӑшт вӑхӑт иртсен ӑна "инвестици счетне" уҫма пулӑшнӑ инвестици аналитикинчен пек шӑнкӑравланӑ. Суя трейдер ертсе пынипе медработница 2,5 миллион тенкӗ ытла кредит илнӗ, вӗсене икӗ эрне тăршшĕпе "тупӑшлӑ проекта" хывнă. Анчах пуясси пулман.
 
Уфу хулинчи 5-мӗш полици уйрӑмне 65 ҫулти пенсионерка мошенничество ҫинчен заявлени ҫырнӑ. Хӗрарӑм ӑна Госуслуги сотрудникӗнчен шăнкăравлани ҫинчен, заявительница аккаунтне ҫӗмӗрни ҫинчен каласа панӑ. Харпӑр хӑйӗн даннӑйӗсене хӳтӗлеме суеҫӗ уфимкӑна смс-кода пӗлтерме канаш панӑ, пенсионерка çапла тунă та. Унтан "банк сотрудникӗ" пек шӑнкӑравланă. Хӑйпе калаҫакан ҫын, маларах кредит илме панӑ заявкӑсене улӑштарас тата мошенникла ӗҫсенчен хӑтарас тесе, хӑйӗн пухăннă укçисене "хӑрушсӑр счет" ҫине 500 пин тенкӗ чухлӗ куҫарма ӳкӗтленӗ.
 
Пушкӑртстан Республикинчи МВД ют ҫынсене укҫа ан куҫарӑр тесе асӑрхаттарать. Полици сотрудникӗнчен, банкран е карас компанийӗнчен шăнкăрав пулсан – трубкӑна хурӑр. Астӑвӑр, ултавҫӑсем суя номерсемпе усӑ курма пултараҫҫӗ. Социаллӑ сетьсенчи хутшӑнусенче тимлӗ пулӑр. Шанчӑксӑр ссылкӑсемпе тӗрӗслемен сайтсем ҫине те ан куҫӑр. Сыхӑ пулӑр, ултавҫӑсен аллине ан лекӗр.
 
Пушкӑртстан Республикинчи МВД пресс-служби.
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
Пĕр талӑкра Пушкӑртстанра пурӑнакансем ултавҫӑсене 4 миллион тенкӗ ытла панӑ
Пĕр талӑкра Пушкӑртстанра пурӑнакансем ултавҫӑсене 4 миллион тенкӗ ытла панӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: