Хӗрарӑма икӗ преступлени тунӑ тесе айӑплаççĕ.
Пишпÿлек районӗнчи прокуратура Пелепейри механизаципе электрификаци колледжĕн Пишпÿлекри филиалĕн преподавателӗ тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пирки айӑпламалли заключени ҫирӗплетнӗ.
Вӑл РФ УК 290 ст. 3 пайĕнче пӑхса хӑварнӑ икӗ преступлени тунӑ тесе айӑпланать (законсӑр ӗҫсемшӗн взятка илни).
2020 ҫулхи сентябрьте следстви версийӗ тӑрӑх хӗрарӑм ҫак колледж филиалӗн икӗ студенткине зачетсемпе экзаменсем памасӑр вӑтам професси пӗлӗвӗ ҫинчен дипломсем илме сӗннӗ. Законсăр ӗҫсене пула вӑл 25 пине яхӑн укçа-тенкӗ илнӗ.
Преступленисем тунӑ тесе хӗрарӑм хăйĕн айӑпне йышӑнман.
Уголовлӑ ӗҫе тӗпрен пӑхса тухма Пишпÿлек районӗн судне янӑ.
Дмитрий ГЕРАСИМОВ,
район прокурорӗ.