+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Октябрьский хулинчи 25 ҫулхи çын иномаркине ӳсӗр ҫӳренӗшӗн ҫухатнӑ. ПР прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, майра ДПС сотрудникӗсем Kia Cerato маркӑллӑ автомобиле чарнӑ. Руль умӗнче ӳсӗр арҫын ларнă. Ҫакӑн пек ӗҫшӗн вӑл маларах та административлӑ явап тытни палӑрнӑ.
Суд ӑна транспорт хатӗрне ÿсĕр тытса пынипе ҫыхӑннӑ ӗҫшĕн 300 сехет обязательный ĕçсем панă, икĕ ҫул та ултă уйӑхлӑха правасăр хăварнă. Унсӑр пуҫне унӑн хаклӑ иномаркине патшалӑх тупӑшне конфискациленӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Ксения Калинина.